Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш ен

Тупӑш пирки налук органӗсене деклараци тӑратни тӑрӑх хакласан, Чӑваш Енре миллионерсен шучӗ унчченхиллех тесе калама пулать. Ҫулталӑкри тупӑш 1 миллион тенкӗрен иртнисен шучӗ 2 387 ҫынпа танлашать иккен. Ку вӑл пӗлтӗрхи кампани вӑхӑтӗнчен шӑп та лӑп пӗр ҫын сахалтарах. Тата миллионпа миллион пӗр маррине шута илмелле. Акӑ, 500 миллион тенкӗрен нумайрах тупӑш курнисем пӗлтӗр 3 ҫын пулнӑ иккен.

 

Яшсемпе хӗрсем хушшинче ухӑран перессипе ӗнер Европа Кубокӗн I тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Унта 26 ҫӗршывран 249 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Йышра Чӑваш Ен пики Елена Елизарова та пулнӑ. Ӑмӑртӑва вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗпе тухнӑ.

Валерий Яриков тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер уйрӑм тупӑшура 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Йышпа ӑмӑртнӑ чух (вӗсен ушкӑнӗнче Орлов облаҫӗн пики Мария Виноградова тата Питӗр хулинче пурӑнакан Анна Лемеза пулнӑ) ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

 

Вӗренӳ министерстийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑра шкул автобусӗсене улӑштарас ӗҫ пуҫарӑннӑ. Кӑҫал ҫичӗ ҫул каялла шкулсенче ӗҫлеме пуҫланӑ транспорта ҫӗнӗ автобуссемпе улӑштарӗҫ. Вӗсен шучӗ 49 ҫитет. Хула бюджечӗ ҫак паха ӗҫ валли ятарласа 63 миллион тенке уйӑрнӑ.

— Пӗрремӗш ПАЗ маркӑллӑ автобусем паян хулана ҫитрӗҫ. Авӑн уйӑхӗ умӗн республика Пежо маркӑлла самай хӑтлӑ автобуса туянма палӑртнӑ. Паянхи куна паркра шкулсем валли ятарлӑ 325 автобус тӑрать. Мӗн пур автобуссенче ГЛОНАСС системи пур, — пӗлтереҫҫӗ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин пресс-службинче.

Ҫӗнӗ автобусем пуҫсӗр вӗренӳ литературине, компьтер, спорт тата столовӑй валли ҫӗнӗ ӗҫ хатӗресем туянма палӑртнӑ.

Ҫӗнӗ автобусем ачасене вӗренӳ учрежденийӗсене хӑвӑрт тата хӑтлӑхлӑ туртарма пултарасси ҫинчен хула шкул директорӗсем шансах тӑраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62782.html
 

Раҫҫейӗн Гидрометцентрӗ ҫу уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ытла та ӑшӑ ҫанталӑк тӑмалла тесе пӗлтернӗ-мӗн. Ҫутҫанталӑка сӑнакансен шучӗпе, ҫав кунсенчи сывлӑш температури унчченхи ҫулсенчи вӑтам температурӑран 7 градус пысӑкрах пулмалла: кӑнтӑрла — 29 градус шӑрӑх, каҫхине — 18 градус.

«Тем мар, пӑчӑхсах вилмӗпӗр-ха», — тесе шӳтлеме пулать-ха. Анчах ҫав тапхӑрта пушар тухас хӑрушлӑх ӳcет. Кӑнтӑр енчи районсенче пурӑнакансен пушшех асӑрханмалла. Тепӗр тесен, шӑрӑх ҫанталӑк ҫынсен сывлӑхне те витӗм кӳме пултарать. Ҫанталӑк ӑшӑтсан ҫынсем шыв енне туртӑннине кура путса вилекенсен йышӗ ӳсесрен те шикленмелле. Апла тӑк, сыхланакана Турӑ сыхлать тенине тӗпе хунинчен ырри пулас ҫук.

 

Тӳре-шара «пӗр чӳрече» текен меслетпе ӗҫлеме пуҫланин уссине ахаль ҫынсем туйма тытӑнчӗҫ ӗнтӗ. Унӑн лайӑх енӗсенчен пӗри — килен-каянӑн пӗр-пӗр ӗҫпе вун-вун кантур тӑрӑх хутлама тивменни.

Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта кӑна асӑннӑ майпа Чӑваш Енри 58 пин ҫын усӑ курнӑ. Заявленисене харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлакан ятарлӑ центрсенче йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар йышши пысӑк хуласенче кӑна мар, районсенче те ӗҫлеҫҫӗ, хальлӗхе ҫук ҫӗрте вара ҫине тӑрсах уҫаҫҫӗ.

 

Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи каҫару комиссийӗ иртнӗ ҫул тӗрмере ларакан ҫынна каҫарма йышӑннӑ. Анчах Раҫҫей Президенчӗ хӗрхенме килӗшмен. Ҫапла пӗлтерет республикӑн Юстици министерстви асӑннӑ комиссин пӗлтӗрхи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май.

Аса илтеретпӗр: каҫару комиссине 2002 ҫулта туса хума йышӑннӑ. Унӑн йышӗнче — 14 ҫын. Ҫавсен хушшинче канӑва тухнӑ тӳресем те, общество организацийӗн элчисем те, ҫыравҫӑ та, чиркӳ ҫынни те пур.

Комисси ларӑва уйӑхсерен ирттерет. Пӗлтӗр, сӑмахран, тӗрмере ларакансен хӑйсене шеллеме ыйтнӑ 132 ҫырӑвне пӑхса тухнӑ. Ҫакна та палӑртмалла — республика шайӗнче тунӑ йышӑнӑва ҫӗршыв Президенчӗ тишкерсе татӑклӑ сӑмах калать.

 

2012 ҫулта Владимир Путин Раҫҫейри шкулсенче пӗр ҫипуҫ кӗртес йӑлана ҫӗнӗрен чӗртсе ямалли ҫинчен калаҫсанах вырӑнти влаҫсем хушшинче тӳррех хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. Шкул тумтирӗн ятарлӑ проект саккуннӗ Патшалах думине те кӗртнӗ иккен. Паянхи куна пирӗн республикӑра «Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен» ятарлӑ хатӗрленӗ проектра та шкул вӗренекенӗсен тумтирсен пӗрлӗхӗ ҫинчен сӑмах пырать.

Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх саккун проекчӗпе килешӳллӗн шкул тумтирӗсен тӗсӗпе ӗлкине суйласси шкулсенченех килет. Ҫав хушӑрӑх асӑннӑ суйлав шкул ачисен амӑшӗпе ашшӗсен шухӑшӗпе килешӳллӗ пулмалла.

Чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх ятарлӑ пӗр тумтире шкулсенче кӗртни ачасем хушшинчи танмарлӑха пӗтерет, амӑшӗпе ашшӗсене те укҫа-тенкӗ енчен самаях тӑкак кӳрекен йывӑрлӑхран ҫӑмӑллатать. Шкула яма кашнинче тем тӗрлӗ ҫипуҫ туяниччен ачана шкулӑн пӗрлӗхлӗ тумтирӗпе ҫӳретсен лайӑх пулӗ.

Анчах та кӗртме паллӑртнӑ ҫӗнӗлӗхсемпе килӗшменнисем те тупӑнаҫҫӗ. Пӗрисен шухӑшӗпе пӗрлӗхлӗ шкул форми тем тесен те шкулсенчи ҫитменлӗхсене кӗҫ-вӗҫ пӗтереймест, социаллӑ танмарлӑха та тумтир айӗнче пытарма пултараймаҫҫӗ.

Малалла...

 

Республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Евгений Юшин пӗлтернӗ тӑрӑх, Чулхула облаҫӗ ҫӳп-ҫап проблемине татса парас ыйтупа пирӗн республикӑран малта пырать, эпир вӗсенчен темиҫе ҫул таранах кая юлнӑ. Кӳршӗлле тӑрӑх ҫӳп-ҫапран хӑтӑлма ятарлӑ программа та йӗркеленӗ — Чулхулара ҫӗнӗ технологи мӗлӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем пулашнипе ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарса, тепре усӑ курмалӑх хатӗрлесе кӗске вӑхӑтра утилизацилеме май парать.

Ҫапла вара пирӗн республикӑн та Чулхула облаҫӗн ҫӳллерех асӑннӑ ӗҫӗ-хӗлӗн пӗлтерӗшне туйса, вӗсен опычӗпе паллашса усӑллӑрах, пӗлтерӗшлӗрех мелсемпе усӑ курмаллах. Унсӑр пуҫне тата кӳршӗнсен ӗҫӗ-хӗлнӗ тайӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарӑн ЙХК (йӑлари хытӑ каяш) проектӗнче те ҫӗнӗ улшӑнусем кӗртме май пур.

 

Ҫулталӑк ытла ӗнтӗ ҫак сайт пирӗн курӑмсӑр выртрӗ. 2011 ҫул вӗҫнелле пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн ӑна каялла тавӑрма питӗ йывӑрччӗ — сӑнсем те нумайччӗ унта, тата движокӗнче те йӑнӑшсем сахал маррине пула тӳрех ӑна чӗртме май ҫукччӗ. Ытти сайтсене те хута ямаллаччӗ те «Чӑваш тӗнчи» пирки майӗпен манса та кайрӑмӑр.

Халӗ, сайтсене каллех тепӗр сервера куҫарма пуҫланӑ май (вӑйлӑраххи ҫине куҫатпӑр, Амстердамран — Питӗре), вӑл сайта хута ятӑмӑр. Анчах пӗр ҫӗнӗлӗх пур: малашне унта регистрациленме май пулмӗ. Маларах регистрациленнисем ҫеҫ усӑ курма пултарӗҫ. Паллах, енчен те сирӗн Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ сӑнсем пур пулсан — вӗсене унта кӗртме май паратпӑрах (ҫырупа ыйтса ярӑр та).

«Чӑваш тӗнчи» — 2006 ҫултанпа ӗҫлекен сӑнсен галерейи. Унта 18 пин ытла сӑнӳкерчӗк вырнаҫнӑ. Чӑваш Ен кӗтесӗсене кӑтартакан сӑнсен йышех 5 500 яхӑн. Ҫавӑн пекех эсир унта музейсемпе, тӗрлӗ мероприятисемпе, уявсемпе паллашма пултаратӑр. Сайтҫӑсен альбомӗсенче те сӑнсем сахал мар — 2 500 ытла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://gallery.chuvash.org/
 

Чӑвашра виҫӗ ҫул хушши пурӑшпа карӑка тытма чарнӑ — республика правительстви ҫапла йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех сӑвӑрсем ҫине сунара тухма ирӗк паракан хута сахалрах пама пуҫлӗҫ.

Ку пӗтӗм улшӑну асӑннӑ кайӑксен йышӗ Чӑвашра ӳсменнипе ҫыхӑннӑ, карӑкпа пурӑш ҫухалма пултарас хӑрушлӑх пур иккен. Чи ҫӗнӗ тӗпчевсем палӑртнӑ тӑрӑх республикӑра хальхи вӑхӑтра 760 карӑк, 370 пурӑш пурӑнать. Сӑвӑрсен йышӗ 750 патнелле.

Чару тапхӑрӗ 2016 ҫулхи акан 20-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i831.html
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 25

1950
74
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи